428000, Чӑваш Республики, Шупашкар хули, пр. Ленин, 15
+7 (835) 262-56-40
«Аслӑ Ҫӗнтерӳ мӑнаҫлӑхӗ» кӗнеке хӑтлавӗ иртет
«Аслӑ Ҫӗнтерӳ мӑнаҫлӑхӗ» кӗнеке хӑтлавӗ иртет
Презентацисем
Просмотрӗ: 8
Мероприяти кунӗ:  29.04.2025
Ирттермелли вырӑн:  Чӑваш Республикин наци библиотеки
2025 ҫул – Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ахрӑмӗ пирӗн чунра паян кунччен те янӑрать. Чӑваш Енрен фронта 208 пин ҫын кайнӑ, вӗсенчен 106 пинӗ каялла таврӑнайман…

Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнине халалласа Чӑваш кӗнеке издательствинче «Аслӑ Ҫӗнтерӳ мӑнаҫлӑхӗ» кӗнеке кун ҫути курнӑ. Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче ҫак кӗнеке хӑтлавӗ иртет. Ӑна пухса хатӗрлекенӗ тата редакторӗ – Владимир Степанов. Унта калавсем, поэмӑсем тата баллада кӗнӗ.

Кӗнекен хӑйне евӗрлӗхӗ – кӑларӑма вӑрҫа хутшӑнман тӗрлӗ ӳсӗмри авторсен: Василий Кервен, Владислав Николаев, Сергей Павлов, Светлана Петрушкина, Ольга Рубцова, Владимир Степанов, Анатолий Хмыт, Айсан Термен, Денис Гордеев, Александр Ильин, Галина Матвеева, Юрий Сементер хайлавӗсене кӗртни.

Произведенисем калӑпӑшӗпе пысӑк мар. Вулакан куҫӗ умне тискер те йывӑр самана тухса тӑрать… Кӗнекери геройсем хӑйсен авӑрне туртса кӗрсе каяҫҫӗ те малалла мӗн пулассине хӑвӑртрах пӗлес килет. Вулакан ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесе шав малалла талпӑнакан паттӑрсенчен тӗлӗнӗ те, вӗсемпе пӗрле пӑшӑрханӗ те, мӑнаҫланӗ те…

Чӑваш литературине камӑллакансене кӗнеке хӑтлавне йыхравлатпӑр! Уявра «Аслӑ Ҫӗнтерӳ мӑнаҫлӑхӗ» кӗнекепе тата ҫыравҫӑсен пултарулӑхӗпе ҫывӑхрах паллашӑпӑр.

Кӗнеке хӑтлавӗ 137 пӳлӗмре 17 сехетре пуҫланать.

Сире хапӑл туса кӗтетпӗр! Событисен календарьне хуш Список патне таврӑн
Комментарисем
Комментари хуш
Сирӗн ят *
E-mail *
Пӗлтерӳ *
Код кӗртӗр *
CAPTCHA
{{getUserName(getValue(item, 'PROP.USER.INFO'), '')}}
{{getValue(item, 'DATE')}}
{{getValue(item, 'PROP.TEXT_COMMENT.VALUE')}}
Хуравла
Показать {{item.ITEMS.length}} ответ
{{getUserName(getValue(it, 'PROP.USER.INFO'), '')}}
{{getValue(it, 'DATE')}}
{{getValue(it, 'PROP.TEXT_COMMENT.VALUE')}}
Хуравла